Ейӳ вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пӗртен-пӗр кӗпер арканнӑ.
Ҫавна май ҫынсем ял масарӗ ҫине каяймаҫҫӗ, Янӑш ялне ҫитсе килеймеҫҫӗ, "Новый путь" ЯХПК уй-хирне каҫаймаҫҫӗ. Ӗнер ялти хастарсем арканнӑ кӗпер патне ҫитсе курнӑ. "Республикӑра ку инкек пирки илтмен ахӑртнех. Халӑх пулӑшасса кӗтет", - тенӗ хастарсем.
Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравланӑ чухне Элӗк районӗнчи пӗр хӗрарӑм Мӑн Этмен плотини ишӗлме пуҫлани, «Испухан — Мӑн Ямаш» ҫул япӑхни пирки пӗлтернӗ.
Олег Николаев ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, сметӑпа проект докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ. Республика ертӳҫи ӗнентернӗ тӑрӑх, плотинӑна кӑҫал, ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртнӑ.
Плотинӑсене тӗрӗслес ӗҫе республикӑра 2020 ҫултах пуҫланӑ-мӗн. Нумайӑшӗн хуҫи ҫук. Халӗ ҫав кӑлтӑка пӗтерессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ те ҫынсене ейӳ аптӑратма пуҫларӗ. Республикӑри хӑш-пӗр ял-хулара шыв сарӑлнӑ.
Элӗк районӗнчи Ҫӗнкас Юнтапа ялӗнче урамӗпех ейӳ сарӑлнине видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Ҫӗмӗрлери Красноармейски урамӗнче пурӑнакансен те подъездран тухсанах ишме тивет. Урицкий урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патне те шыв ҫитнӗ. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем вырӑнта ӗҫленӗ.
Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Тимофеева журналист пилӗк теҫетке ҫул ытла ӗҫлет.
«Журналист – хӑйне евӗр професси. Ку енӗпе ӗҫлекенӗн пурнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ те кичем пулмасть», – тесе калать иккен Елена Савельевна.
Ӗҫ биографине вӑл кӑмакаҫӑран тытӑннӑ, кайран типографире наборщицӑра тимленӗ. 1971 ҫултанпа редакцире литература ӗҫченӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Корреспондентран тӗп редактора ҫитнӗ вӑл.
Паян та хӗрарӑм район хаҫатӗнче ӗҫлет.
Васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсем Элӗк районӗнче Мӑн Вылӑ ялӗнче пурӑнакан 81 ҫулти арҫын патне пулӑшма ҫитсен яла машинӑпа кӗрейменни пирки пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: тухтӑрсем пациент патне 2 ҫухрӑм ҫуран утнӑ. Юрать, чӗрепе аптӑраса ӳкнӗскере пулӑшса ӗлкӗрнӗ. Ӑна вӗсем машина патне пластмасса ваннӑпа 2 ҫухрӑм сӗтӗрсе тухнӑ.
Халӗ прокуратура ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Тухтӑрсем пациент патне ҫула юр тултарнине пула ҫитеймен.
Пациент вара халӗ пульницӑра.
Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ ялӗнче пурӑнакан 81 ҫулти арҫын чӗри тӗлӗнчен ыратма тытӑнсан, сывлама йывӑрлансан арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсен яла ҫитнӗ те чирлӗ ҫын патне машинӑпа ҫитме май ҫуккине ӑнланнӑ. Дмитрий Ермаков тата Людмила Петрова фельдшерсем хӑйсен хатӗр-хӗтӗрне тата ванна илнӗ те ялти тепӗр икӗ ҫынпа уй урлӑ 2 ҫухрӑм ҫуран кайнӑ.
Юрать-ха, тухтӑрсем вӑхӑтра ҫитнӗ. Вӗсем кайран ватӑ арҫынна ваннӑпа васкавлӑ медпулӑшу машини патне сӗтӗрнӗ.
Кӑҫал республикӑра 40 шыв башнине юсама палӑртнӑ. Ку тӗллевпе хыснаран 100 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
ЧР Строительство министерстви конкурспа 40 яла палӑртнӑ. Вӗсенче шыв башнисене улӑштарӗҫ. Уйӑрнӑ субсидие 5 района пайласа парӗҫ: Элӗк, Куславкка, Красноармейски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсене.
Россельхознадзор Элӗк районӗнчи усламҫа агрохимикатсене упрамалли йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тытнӑ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Узянов В.Н. усламҫӑ 8 тонна аммиак селитрине ятарлӑ пӳлӗмре упраман, вӑл уҫӑ вырӑнтах, тулта, выртнӑ. Ку вара йӗркене пӑсни шутланать. Россельхознадзор ӗҫченӗсем усламҫӑ тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Ӑна асӑрхаттару панӑ.
Герасим Харлампьев (Пилеш) писатель-драматург, скульптор, ӳнерҫӗ-график, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулти 6-мӗш класс ачисем валли литература сехечӗ ирттернӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Малышева ачасене ҫыравҫӑ кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. «Герасим Харлампьев 1913 ҫулта Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ. 1926 ҫулта пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан вӑл Хутарти ултӑ ҫул вӗренмелли шкула кайса кӗнӗ. Килтен пулӑшакан пулман пирки унтан вӗренсе тухмасӑрах Нурӑсри профшкула кайса кӗнӗ, икӗ ҫул хушши столяр ӗҫне вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Красноармейски районӗнчи Упири ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫ учителӗ пулнӑ. Малалла вӗренес ӗмӗтпе Горький хулине тухса кайнӑ. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1934 ҫулта пӗр хушӑ Загорск хулинче теттесем тӑвакан заводра ӗҫленӗ, унтан Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ ӳкерчӗксен редакторӗнче вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче писатель чылай вӑхӑт хушши Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш АССР художникӗсен Союзӗн правлени председателӗ, Чӑвашсен художество галерейин директорӗ пулса та ӗҫленӗ», — каласа кӑтартнӑ вӗрентекен.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑннӑ.
Пулас поэт Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литературӑпа ӗҫлеме вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче пуҫӑннӑ. Унӑн «Ир-ирех тӑрса эп антӑм шыв хӗрне...» пӗрремӗш сӑввине 1956 ҫулта «Ялав» журналта пичетленӗ. Тепӗр виҫӗ ҫултан унӑн «Пӗчӗк ӗҫченсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Александр Галкин сӑвӑсем те ҫырнӑ, проза та, юптарусем те. Нумай писатель хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.
Хӑй вара чылай ҫул Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннисем поэтӑн «Кӑвак чечексем» сӑввипе Юрий Кудаков ҫырнӑ юрра пӗрле шӑрантарнипе вӗҫленӗ. Пултаруӑх каҫне Юрий Кудаков та хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |